Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ ҫумӗнче, «Чӑваш Ен - хӑмла туса илекен центр» центрта, хӑмлана анализ тумалли лаборатори ӗҫлеме тытаннӑ. Унта специалистсем лартмалли хӑмлан ДНКне палӑртса ӑна тӗпчеме пултараҫҫӗ. Ку кайран пахалӑхлӑ хӑмла ӳстерме кирлӗ.
Палӑртмалла: хальлӗхе пирӗн ҫӗршывра кунашкал технологисем пулман.
Ҫитес ҫул нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Шупашкарта «Ҫӗрулми» курав иртӗ. Вӑл хальхинче Суту-илӳпе курав центрӗнче пулӗ.
Пиллӗкмӗш хутра куравӑн ӗҫлӗ пайӗ иртӗ. Унта ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗсем, ҫавра сӗтелсем иртӗҫ, вӗсенче ҫӗрулми ӳстерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явӗҫ.
Чи аялти хутра ҫӗрулми ярмӑркки пулӗ, унта вӑрлӑх ҫӗрулми туянма май килӗ.
Етӗрне муниципаллӑ районӗнче пӑру вити уҫӑлнӑ. Ӑна «Родина» хуҫалӑхра ӗҫлеттерсе янӑ. Мӑйракаллӑ ҫамрӑк выльӑх ӳстермелли тата самӑртмалли витере 250 пуҫ выльӑх вырнаҫать.
Проектӑн пӗр пайне саплаштарма патшалӑх укҫипе усӑ курнӑ. Федераци хыснинчен 8,9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Унсӑр пуҫне республика хыснинчен тепӗр 5,5 миллиона яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ.
«Родина» хуҫалӑх 2 пин гектар ҫинче ӳсентӑран ӳстерет, унсӑр пуҫне выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе тӑрӑшать.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче кондициллӗ вӑрлӑх нумайланнӑ. Пӗлтӗрхи раштавӑн 1-мӗшӗ тӗлне илсен ун пек паха вӑрлӑх мӗнпур вӑрлӑхран 68 проценчӗ чухлӗ пулнӑ, халӗ вара — 76 процент.
Ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсенче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсен вӑрлӑхӗ 50,9 пин тонна пур, е ҫураки валли кирлинчен — 106 процент.
«Россельхозцентр» предприяти ӗҫченӗсем 34,3 пин тонна вӑрлӑха тӗрӗсленӗ.
«Ҫураки валли кондициллӗ вӑрлӑх шучӗ ӳссе пырать. Паха вӑрлӑх акса хӑварсан тухӑҫ та пысӑк пулӗ», – тенӗ республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов.
Вӑрлӑха хатӗрлессипе лайӑххисен шутӗнче — Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнчи (100%) тата Ҫӗрпӳ округӗнчи (99%) хуҫалӑхсем.
Чӑваш Енре усӑ курман ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртессипе ҫулсеренех ӗҫлеҫҫӗ. 2023 ҫулта 7651 гектар лаптӑка пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ. Ку вӑл планпа пӑхса хӑварнин 76 проценчӗ пулать. Кун пирки республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ.
2023 ҫулх кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра усӑ курман ҫӗр 27,8 пин гектар пулнӑ. Планпа килӗшӳллӗн ҫулталӑк вӗҫлениччен 10 пин гектара пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмелле.
Ҫак енӗпе Элӗк тата Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗсем лайӑх ӗҫленӗ.
Ума лартнӑ тӗллеве Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Шӑмӑршӑ тата Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗсенче пурнӑҫлайман.
Патӑрьел муниципаллӑ округӗнчи Тутар Тимеш ялӗнче выльӑх самӑртмалли цех уҫӑлнӑ. Унта 250 пуҫ вырнаҫать.
Хресчен фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи Камиль Салихов пӗлтӗр грант илнӗ. Инвестици проекчӗ 25 млн тенке ларнӑ. 15 млн тенки - грант укҫи. Ытти - фермерӑн хӑйӗн укҫи. Вӑл чылай ҫул ӗнтӗ сурӑх, лаша ӗрчӗтет. Халӗ ҫӗнӗ енпе ӗҫлесшӗн - мӑйракаллӑ шултра выльӑх усрасшӑн. Ҫӗнӗ цехра ӑратлӑ вӑкӑрсем самӑртасшӑн. Унта вӗсене кӑкармасӑрах усрасшӑн. Хальлӗхе хуҫалӑхра - 155 шултра выльӑх. Вӗсен шутне пысӑклатасшӑн, фермӑна вара пысӑклатасшӑн.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнче «Чурачӑк» хуҫалӑхра пӑрусене усрамалли ферма хута янӑ. Икӗ лапама 9 уйӑхра хута янӑ. Ӗҫе пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче тума пуҫланӑ та кӑҫал авӑн уйӑхӗнче вӗҫленӗ.
Фермӑна 750 пуҫ вырнаҫтать. Унта пӑрусене кӗртнӗ ӗнтӗ. Палӑртмалла: вӗсене хуҫалӑх хӑй ӗрчетет. Вӗсем ӳстернӗ ӑратсем пирки регион тулашӗнче те пӗлеҫҫӗ.
«Чурачӑк» хуҫалӑх унччен патшалӑх пулӑшӑвӗпе пӗрре те усӑ курман, йӑлтах хӑйӗн вӑйӗпе ҫӗкленӗ. Хальхинче вара инвестици проектне хутшӑнма шутланӑ. Ҫӗнӗ лапамсене тума 160 миллиона яхӑн тенкӗ тӑкакланӑ.
Хуҫалӑх 600 пуҫ вырнаҫакан пӑру фермине кӑҫалах тума пуҫласшӑн, ӗҫе ҫитес ҫул вӗҫлесшӗн.
Чӑваш Енри аграрисем 965 пин ытла тонна тыр-пул пухса кӗртнӗ. ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗп ял хуҫалӑх культурисен вӑтам кӑтартӑвӗ юлашки виҫӗ ҫултинчен иртнӗ.
Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑҫал тыр-пул тата пӑрҫа йышши культурӑсем ытларах акнӑ, 547 пин гектарпа танлашнӑ. Кӑҫал ҫанталӑк типӗ тӑнӑ пулсан та аграрисем тыр пул нумай, 965 пин тонна, пухса кӗртнӗ. Ку енӗпе Елчӗк, Канаш, Улатӑр, Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗсем малтисен ретӗнче пулнӑ. Муркаш тата Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ оркругӗсем вара ку кӑтартупа кайра пынӑ.
Краснаормейски тата Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗсенче туса илнӗ пӑрҫана Китая ӑсатма пуҫлӗҫ. Унччен Чӑваш Енрен ку ҫӗршыва ҫак культурӑна ӑсатни пулман.
Китай импорт пӑрҫана йышӑниччен питӗ ҫирӗп тӗрӗслет. Ку енӗпе вӗсем тӗнчере чи ҫирӗп ыйтакансенчен пӗрисем. Ҫак округсенчи пӑрҫа вара Китай ыйтнине тивӗҫтерет.
Экспертиза ирттернӗ хыҫҫӑн пирӗн патри пӑрҫара сӑтӑрҫӑсем ҫуккине палӑртнӑ. Ӑна упрамалли вырӑна тасатнӑ, микробсене вӗлернӗ.
Паян — ял хуҫалӑхӗчен тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсен професси уявӗ. Ҫав ятпа вӗсене республика Элтеперӗ Олег Николаев саламланӑ.
«Сирӗн ӗҫӗр – професси кӑна мар, вӑл эсир хӑвӑр валли юратса суйласа илнӗ пурнӑҫ йӗрки те. Агропромышленноҫ комплексӗнче ӗҫлеме иксӗлми вӑй-хал, яваплӑхпа тӑрӑшулӑх кирлӗ. Чӑваш Ен апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессишӗн 20 пине яхӑн ҫын ырми-канми вӑй хурать.
Ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем ҫӗр пулӑхлӑхне ӳстерессишӗн ҫине тӑраҫҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетеҫҫӗ, пысӑк тухӑҫ туса илеҫҫӗ, ҫапла майпа Чӑваш Енре тата Раҫҫейӗн ытти регионӗсенче пурӑнакансене пахалӑхлӑ та усӑллӑ апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтереҫҫӗ. Тирпейлекен предприятисем вара регион экономикине аталантарма, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме тата ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатма пулӑшаҫҫӗ», — тенӗ саламра.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.